Перейти к содержимому

Текст песни Андрей Кузнецов — Юбилей 50 ҫул

Исполнитель: Андрей Кузнецов Обновлено:

Аллӑ ҫул сан паян, манӑҫми юбилей —
Чӗрене вырнаҫми юратуллӑ телей.
Тӑванран, туссенчен саламсем йышӑнсам,
Сар хӗвеллӗ чечек аллуна эс тытсам.

Туп-тулли кӗрекӳ, эсӗ, чӑн та, пуян.
Кӗвӗ-юрӑ янрать пӳлӗмре ян та ян.
Ҫирӗп сывлӑх, тату вӑрӑм ӗмӗр сунса
Шеп ташлаҫ хӑнусем пуҫ тайса, ухӑнса.

Кил-йышра, халӑхра чыслӑ-сумлӑ эс пул!
Чун-чӗре саламне итлесе ҫепӗҫ кул!
Упраса ӳстерсем юрату пучахне,
Ан сӳнтер нихӑҫан кил-ҫемье вучахне.

Юбилей, юбилей,
Ырӑ пурнӑҫ пилле!
Ҫут телей эс тӗрле,
Савӑнар-ха пӗрле!

Текст добавил: Андрей Курышев

Похожие песни

Другие песни исполнителя Андрей Кузнецов

Все песни Андрей Кузнецов →