Перейти к содержимому

Текст песни Чăваш халăх юрри — Алран кайми аки-сухи (Н. и Р. Андреевсем)

Исполнитель: Чăваш халăх юрри Обновлено:

Алран кайми аки-сухи,
Асран кайми атти-анни.
Турăран-Пÿлĕхрен ай асли çук,
Атти-аннинчен ай пахи çук.

Алран кайми аки-сухи,
Асран кайми атти-анни.
Аки-сухинчен уйрăлас çук,
Атти-аннине, ай, манас çук.

Асран кайми пĕлĕш-тантăш,
Пуринчен пахи — ялйыш, пускил.
Ай ĕçĕр-и, ай çиĕр-и,
Ĕмĕр пĕрле, ай, пурăнăр-и?

Алран кайми аки-сухи,
Асран кайми атти-анни.
Турăран-Пÿлĕхрен ай асли çук
Атти-аннинчен ай пахи çук.



Текст добавил: Андрей Курышев