Перейти к содержимому

Текст песни Алексей Московский — Шурă акăш пек

Исполнитель: Алексей Московский Обновлено:

Ах, епле хитре паян каçхи тĕнче!
Уйăх савăнать тÿпе ытамĕнче.
Йăл кулса хавассăн эс тухатăн урама.
Выляса-и сăнчăрлатăн çамрăк чунăма.

Чăн та, туйăнатăн эсĕ шурă акăш пек.
Танлашаймĕ çепĕç сăнупа хирти чечек.
Çавнăçра та хурлăхра эпир пĕрле пулсан,
Пирĕн юрату кăвайчĕ сÿнмĕ нихăçан.

Кам куç хывмĕ савăк та ĕçчен хĕре?
Эп сана чĕнем-и халь улах çĕре.
Тăкăнать мерченĕн çăлтăр çумăрĕ кÿлле.
Хÿхĕмскерĕм, çак асамлă каç ан хирĕçле.

Эп пурнатăп ĕмĕтре сана савса.
Кăмăлна епле ярам-ши çавăрса?
Хурăн айĕнче пире кĕтет ав пушă сак.
Кĕçĕр ман тупасчĕ сан чĕрÿ патне сукмак.

Текст добавил: Андрей Курышев

Другие песни исполнителя Алексей Московский

Все песни Алексей Московский →