Перейти к содержимому

Текст песни Евгений Кузнецов — Телейлĕ самант

Исполнитель: Евгений Кузнецов Обновлено:

Валерий Раштав сăвви
Александр Быковский кĕвви

Тăхтасам эс паян,
Уйрăлма вăхăт мар.
Тахçанах эп пулман
Санпала юнашар.

Чĕреме ан амант,
Эс юлсам ман патра.
Çак телейлĕ самант
Пулĕ пирĕн асра.

Хушса юрламалли:

Калаçассăм килет
Санпала мĕн ирччен
Юрату та тивлет,
Çутă ĕмĕт çинчен.

Ăшшăн çеç çупăрлар
Вăтанса пĕр-пĕрне.
Шухăшпа çул тытар
Сарă Кун çĕршывне.

Хуп-хура куç харши,
Шăнкăрав пек ян сас.
Эс чипер ытлашши,
Эпĕ уншăн хавас.

Ĕнтĕ памăп сана
Никама нихăçан.
Упрамашкăн хăвна.
Чун савниçĕм, ан ман.

Хушса юрламалли:





Текст добавил: Андрей Курышев

Другие песни исполнителя Евгений Кузнецов

Все песни Евгений Кузнецов →